Нумаях пулмасть Шупашкарти И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче «Стиль территорийӗ» ятпа ҫи-пуҫ дизайнӗн тата декоративлӑ прикладной ӳнерӗн конкурсӗ иртнӗ. Кӑҫал ӑна Пӗтӗм тӗнче шайне кӑларнӑ.
Унта маларах Чӑваш Енрисемсӗр пуҫне Казахстанри Актобе хулинчи К. Жубанов ячӗллӗ патшалӑх университечӗн тата Мари Эл студенчӗсемпе вӗренекенӗсем хутшӑннӑ.
Конкурса хутшӑннӑ ӗҫсен шучӗ 180-ран та иртсе кайнӑ. Декоративлӑ прикладной ӳнерте «Текстиль» номинацире Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкри вӑтам шкулта 10-мӗш класра вӗренекен икӗ хӗрача ҫӗнтернӗ. Татьяна Хушкина 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ, Наталья Ефимова — 3-мӗш.
Елчӗк тӑрӑхӗ тӗрӗпе пуян. Унти халӑх чӑвашсен ҫак йӑлинчен писмен-ха. Пушӑн 15-мӗшӗнче Елчӗкри культурӑпа кану центрӗнче чӑваш тӗррин «Ҫӗр пин тӗрӗ тӗнчинче» ачасен II республика конкурсӗ иртнӗ. Йӗркелӳҫи — ЧР Халӑх пултарулӑх ҫурчӗ.
Конкурса ачасене чӑваш тӗррипе паллаштарас, ӑна аталантарас тӗлӗшпе йӗркеленӗ. Паллах, кунашкал конкурссем ӳсекен ӑрӑва тӗрӗпе ҫывӑхлатать. Унта чи пултаруллисене тупса палӑртнӑ.
Конкурса пур ӳсӗмри шкул ачи те хутшӑннӑ. Ача-пӑча студийӗсем, ӳнер шкулӗсем тата ыттисем хӑйсен ӗҫесемпе паллаштарнӑ. Кавалти Мария Смирнова, Курнавӑшри Елена Васильева, Ольга Сидорова, Татьяна Курчина, Анастасия Гладкова, Анастасия Круглова, Евгения Мясникова, Кӗҫӗн Таяпари Элина Иванова, Валерия Ашмарина, Татьяна Изосимова, Елчӗк ялӗнчи Анастасия Чернова, Екатерина Архипова, Вырӑскассинчи Ольга Лисицына, Аслӑ Шӑхальти Инесса Павлова хутшӑннӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене Шупашкарта «6х7» галерейӑра республикӑри пӗтӗмлетӳ куравӗ уҫӑлнӑ чухне чыслӑҫ.
Кӑҫал Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи чарӑннӑранпа 69 ҫул ҫитнине паллӑ тӑватпӑр. Ҫӗршывӑмӑра фашистсенчен хӑтарас ӗҫре Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ Александр Кочетовӑн тӳпе пӗчӗк мар. Совет Союзӗн Геройӗ, летчик тӑшмансен 34 самолетне ҫапса ӳкернӗ, тӳпене 480 хут вӗҫсе хӑпарнӑ. Пушӑн 8-мӗшӗнче Александр Кочетов 95 ҫул тултарнӑ пулӗччӗ. Унӑн кӗҫӗн мӑнукӗ Аделина Сотникова та ҫӗршывӑмӑршӑн сахал мар ҫитӗнӳ тунӑ.
Вӑрҫӑ паттӑрӗ Улатӑрта ҫуралнӑ, унтах вӗреннӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенче хулара аэроклуб пулнӑ. 1938 ҫулта Александр Кочетов вӗҫев клубне ӑнӑҫлӑ вӗренсе пӗтернӗ. Кун хыҫҫӑнах Энгельсри ҫар-авиаци клубне кайнӑ. 1940 ҫулта вӑл Киеври ҫар округӗнче ҫар службинче тӑнӑ.
Александр Кочетов вӑрҫӑ пуҫлансанах фронта кайнӑ. Ҫав ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче вӑл хӑйӗн пӗрремӗш ҫитӗнӗвне тунӑ: Гитлер бамбардировщикне персе антарнӑ. Икӗ кунрах каллех тӑшман самолетне аркатнӑ. 1942 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа вӑл Сталинграда хӳтӗленӗ ҫӗре хутшӑннӑ. Унтан — Ҫурҫӗр Кавказ, Кубань ҫинчи ҫапӑҫусем, Крыма тӑшманран хӑтарни. 1943 ҫул тӗлне ентешӗмӗр нимӗҫсен 19 истребительне аркатнӑ. Тепӗр ҫулхине ҫулла Александр Кочетов кӗске отпуск вӑхӑтӗнче Улатӑрта пулнӑ.
Ӗмӗр ӗмӗрлесси — уй урлӑ каҫасси мар. Пирӗн асатте-асаннесем, кукаҫи-кукамайсем тертлӗ пурнӑҫ самай курнӑ, апла пулин те вӗсем ӳпкелешмеҫҫӗ. Вут-ҫулӑм витӗр тухнӑскерсем, вӑрҫӑ вахӑтӗнчи тата хыҫҫӑнхи выҫлӑха чӑтнӑскерсем хуҫӑлман — малаллах талпӑннӑ. Вӗсем — ыттисемшӗн ырӑ тӗслӗх.
Елчӗк районӗнче пурӑнакан кинемейсем пирки ҫак сӑмахсем. Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен уявӗ умӗн Елчӗкре кун кунлакан Вера Ястребова — 100 ҫул, Агафия Иванова 90 ҫул тултарнӑ. Вӗсене Елчӗк ял тӑрӑхӗн админситрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Юрий Блинов тата Елчӗк район администрацийӗн ӗҫченӗ Ирина Аникина РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн ятӗнчен саламланӑ.
Кашни ветеранӑн пурнӑҫӗ — хӑйне евӗр истори. Вӗсем пирки нумай каласа кӑтартма пулать. Тыл тата ӗҫ ветеранӗсен паттӑрлӑхӗ нихӑҫан та манӑҫас ҫук. Вӗсем ҫамрӑксемшӗн ырӑ тӗслӗх пултӑрччӗ.
Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче пӗлтӗрхи ҫав вӑхӑтрипе танлаштарсан республикӑра 13 ача нумайрах ҫуралнӑ — ҫут тӗнчене 1 455 пепке килнӗ. Вилекенсен шучӗ вара, шел те, ҫуралакансенчен 4,6 процент нумайрах пулнӑ.
Ҫураласлӑхӑн пӗтӗмӗшле коэффициенчӗ текен ӑнлав пин ҫын пуҫне 13,8 промиллепе танлашнӑ. Пӗлтӗрхи кӑрлачра вӑл 13,7 пулнӑ. Асӑннӑ цифра республикӑри вӑтам кӑтартуран 16 районта: Елчӗк (20,0 промилле), Шӑмӑршӑ (19,4), Элӗк (18,0), Патӑрьел (17,9), Комсомольски (16,6), Хӗрлӗ Чутай (16,2), Ҫӗрпӳ (16,1), Красноармейски (15,5), Йӗпреҫ (15,3), Муркаш (15,1), Тӑвай (14,9), Етӗрне (14,3), Сӗнтӗрвӑрри (14,1), Ҫӗмӗрле (14,0), Шупашкар районӗсенче (13,9) тата Канаш хулинче (15,2) — пысӑкрах.
Ҫуралакансен шучӗ вилекенсенчен Шупашкар, Канаш тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче, Элӗк, Патӑрьел, Комсомольски, Ҫӗрпӳ, Шупашкар районӗсенче иртнӗ.
«Укҫа тесен шапа та аллине тӑснӑ», — теҫҫӗ те… Чӑнах та, кама илӗртмӗ-ши вӑл? Укҫа самай нумай пулсан тата… Ҫапла, суд приставӗ чӑтса тӑрайман: ют ҫын нухратне кӗсйине чикнӗ.
Патӑрьелти тӗпчев уйрӑмӗ Елчӗк районӗнчи суд приставӗ тӗлӗшӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хӗрарӑма хӑйӗн ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса укҫана хӑйӗн валли илнӗшӗн айӑплаҫҫӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчев уйрӑмӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пӗр ҫын хӑйӗн парӑмне татмашкӑн пристава 61 пин тенкӗ тыттарнӑ. Хӗрарӑма пысӑк ҫак укҫа астарнӑ-тӑр: кӗсйине чикнӗ.
Халӗ пӑтӑрмах тӗлӗшпе ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗк ялӗнче Раҫҫей чемпионӗн А.В. Горшковӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн кире пуканӗ йӑтас енӗпе уҫӑ турнир иртнӗ.
Турнира Канаш районӗнчи Янкӑлч шкулӗн вӗренекенӗсем те хутшӑннӑ: А.Романова, М.Подилкина, С.Шемякина, В.Филиппова. Вӗсен маттурлӑхне палӑртмалла. Тупӑшу пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн Янкӑл шкулӗн команди 1-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Ушкӑн ертӳҫи Валерий Филиппов та хӑйӗн виҫе категорийӗнче 1-мӗш вырӑн илнӗ.
Елчӗк районӗнчи Лаш-Таяпара вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн йӗлтӗрҫӗсен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Светлана Ермакова пуҫлӑх йӗлтӗрҫӗсем валли ҫулсерен ӑмӑрту ирттерет иккен. Хальхинче те халӑх йышлӑ пухӑннӑ.
Тупӑшӑва кӳршӗллӗ Шӑмӑршӑ районӗнчи Карапай Шӑмӑршӑри, Тутар Республикинчи Пӑва районӗнчи спортсменсем те пырса ҫитнӗ. Ҫавсен хушшинче Чӑваш Енӗн чемпионӗсемпе призерӗсем Денис Ермолаев, Дарья Ермолаева, Евгений Карпов, Елена Иванова, Кирилл Степанов та пулнӑ. Ҫавсемпе Шӑмалак шкул ачисем — Светлана Сергеева, Роман Романов, Семен Львов, Ирина Матвеева — тивӗҫлипе тупӑшнӑ.
Вырӑнти ял тӑрӑхӗн депутачӗ Александр Ермолаев йӗлтӗрҫӗсене хӑй ятӗнчен парнесемпе хавхалантарнӑ. Александр Гаврилов усламҫӑ тутлӑ апатпа хӑналанӑ.
Чӑваш Енре ӗҫсӗр 5 016 ҫынна регистрациленӗ. Ку ӗҫлекеннисемпе танлаштарсан — 0,77 процент. Кун пирки ЧР патшалах ӗҫлев службин официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ.
Муркаш районӗнче ӗҫ вырӑнне тупайманнисен йышӗ чи пӗчӗкки — 0,23 процент. Ҫӗрпӳ районӗнче вара — 0,32%, Етӗрне районӗнче — 0,35%, Елчӗк районӗнче — 0,41%, Вӑрмар районӗнче — 0,42%, Ҫӗмӗрле районӗнче — 0,43%. Чӑваш Енри организацисенче тулли мар кун ӗҫлекенсем — 14 751 ҫын. Ӗҫпе тивӗҫтерекенсем 2 231 ҫын валли пушӑ вакансисем пурри пирки пӗлтернӗ.
Шкул тулашӗнчи ӗҫсене йӗркелесе пыракан республикӑри «Эткер» центрта IX вӑрман олимпиади иртнӗ. Унта 16 районти тата Шупашкарпа Канаш хулисенчи 27 ача хутшӑннӑ. Олимпиадӑра вӗсен теори тата практика тӗлӗшӗнчен кӑтартма тивнӗ. Пӗрремӗш пайӗнче ачасем тест ыйтӑвӗсене хуравланӑ; иккӗмӗшӗнче тӑватӑ секцире ӗҫленӗ: вӑрманти чӗрчунсен экологийӗ, вӑрманти ӳсентӑрансен экологийӗ, шыв биологийӗ, вӑрман ӗҫӗ.
Вӑрман олимпиадинче Куславкка районӗнчи Тӗрлемесри шкулта вӗренекен Мария Христофорова пӗрремӗш вырӑна тухнӑ, иккӗмӗшӗнче — Елчӗк районӗнчи Лаш-Таяпари шкул ачисем Антон Игнатьевпа Андрей Павлов, виҫҫӗмӗшӗнче — Куславкка районӗнчи Тӗрлемесри Надежда Фадеева, Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутарти Татьяна Шустова, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Октябрьскинчи (Ӗсмелти) Наталья Почемова.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пиняев Иван Данилович, сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, тӑлмач, Мӑкшӑ Республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |